Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ефремов Алексей Николаевич

Ефремов Алексей Николаевич (чӑвашла ячӗ — Илтимӗр) — историк-архивист, генеаолог, кино-видеооператор, кинохроника ҫыракан, общество хастарӗ. 1984 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Комсомольски районне кӗрекен Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

2006 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 2002–2007 ҫулсенче «СУВАР-ФИЛЬМ» ТВК-ра ӗҫленӗ. 2007 ҫултан пуҫласа «Сӑвар» чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫинче тӑрмашать. 2013–2017 ҫулсенче Чӑваш наци конгресӗн ревизи комиссийӗн секретарӗ пулнӑ. 2013–2015 ҫулсенче Чӑваш Республикин электронлӑ тата кинодокументацийӗн патшалӑх архивӗнче тӗп методист вырӑнӗнче ӗҫленӗ. 2014 ҫултанпа Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлӗхӗн председателӗн ҫумӗ шутланать.

Алексей Ефремов «Чувашкино» киностудине чӗртсе тӑратас ӗҫе хутшӑннисенчен пӗри. 2015 ҫулта вӑл Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлӗхӗн пухӑвӗнче И.С. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ «Чӑвашкино» наци киностудине хатӗрлемелли проектпа тухса калаҫнӑ.

Ӗҫӗсем

  • «Хӗр патӗнче туй кӗрлет» (2011) /режиссёр, оператор/;
  • «Вут-хӗмре иртнӗ ҫамрӑклӑх» (2014) /режиссёр, оператор/;
  • «История Великого народа» (2015) /рапидлӑ ӳкерӳ операторӗ/;
  • «FUGA» (2017) /вылявлӑ кинори оператор дебючӗ/;
  • «Юман» (2018) /администратор/;
  • «Амаҫури» (Мачеха, 2018) /оператор/;
  • «Жизнь без стекала» (2018) /оператор/;
  • «Илья Прокопьевич Прокопьев» (2018) /иккӗмӗш оператор/;
  • «Хурӑн шывӗ» (Березовый сок, 2019) /оператор/.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2019-05-19 12:31:23 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1704 хут пӑхнӑ.
Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем